
Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.
Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.

«Чӑваш Енри ҫулталӑкри чи лайӑх учитель – 2022» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель — Екатерина Ананьева. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта ют чӗлхесем вӗрентет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче шкулта 3 ҫул ӗҫлет.
«Педагогика дебючӗ» номинацире Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентекен Екатерина Кузнецова ҫӗнтернӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр шкулӗнчи Елена Жагерева — «Чи лайӑх класс ертӳҫи», Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл шкулӗнчи Ольга Гаврилова — «Ҫулталӑкри чи пултаруллӑ социаллӑ педагог».

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти ял вулавӑшӗнче «Арчиков Емельян Иванович — ученый-геоморфолог, доктор географических наук» экологи концеренцийӗ иртӗ. Ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелет.
Емельян Арчиков (15.08.1925-16.11.2004) — паллӑ ученый-геоморфолог, географи наукисен докторӗ (1990), профессор (1980). Вӑл Муркаш районӗнчи Нискассинче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи (ун чухне аслӑ шкул пединститут шутланнӑ) физикӑпа математика факультетӗнчен, Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1992 ҫултанпа Емельян Арчиков ЧПУра физика георграфийӗн тата геоморфологин кафедрин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ҫӗр рельефӗпе тинӗссене, юханшывсемпе тусене тӗпченӗ май Муркаш районӗн мухтавлӑ ҫынни Чукоткӑпа Приморье таран ҫитнӗ.

Комсомольскинче пурӑнакан Ревокат Моисеев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Унӑн пурнӑҫӗ тата паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – саламланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев сумлӑ шурсухала. Вӑл фронтовикӑн ҫарти паттӑрлӑхне те, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ. к
Ревокат Прохорович Элтепере фронтран хӑй ҫырнӑ ҫырусене кӑтартнӑ, хӑй тӗрлӗ хаҫата ҫырса пынӑ статьясене те вӑл пухса пынӑ иккен. Тата, паллах, дипломсемпе наградӑсене.
Ревокат Моисеев Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. Колхозри счетоводра, комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Патшалӑх банкӗн Ишлейри уйрӑмӗнче кредит инспекторӗнче, Мӑн Сӗнтӗрти уйрӑмӗнче управляющи пулса ӗҫленӗ. Мускаври финанспа кредит техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче управляющи пулнӑ.

Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ. Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти В.А. Верендеев ячӗллӗ вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Варюхина. Унччен педагог чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри ӑсталӑх-класне 2007 ӳлтанпа ирттереҫҫӗ.Ҫӗршывӑн тӗрлӗ реионӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗрентекенсем унта пӗр-пӗринпе курса калаҫма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пултараҫҫӗ.

Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпара эпир «Правда ПФО» РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова пӗлтернине тӗпе хурса хатӗрленӗччӗ. Унта Муркаш районӗнчи темиҫе ял тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнине ӗнентернӗччӗ.
Республика прокуратури Муркаш районӗнчи 2-мӗш терапи уйрӑмӗнче (вӑл Мӑн Сӗнтр ялӗнче вырнаҫнӑ) медицина персоналӗ пуррипе ҫуккине, халӑха тухтӑрсем епле пулӑшнине тӗрӗсленӗ.
Асӑннӑ уйрӑмра талӑкӗпе ӗҫлекен 10 койкӑлӑх пост тата 7 койкӑлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур. Вӗсенче икӗ врач ӗҫлет: терапевт тата невролог.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен терапи уйрӑмӗн персоналӗ черетлӗ канура пулнӑ, ҫав шутра — терапевт, медицина сестри тата урай ҫӑвакан.
Терапевт каннӑ вӑхӑтра ҫынсене Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑри терапи уйрӑмне пурӗ 9 ҫынна сиплеме вырттарнӑ-мӗн.
Невролог вара ҫынсене Мӑн Сӗнтӗртех йышӑннӑ.

Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын раштавӑн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ленинсая Искра» сунар хуҫалӑхӗн территорийӗнче хир сыснине йӗрленӗ те ӑна пӑшалтан пенӗ. Анчах хайхискер чӗрчуна мар, ҫынна йӑнӑшпа пенӗ. 39 ҫулти арҫын сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Вырӑна следствин оперативлӑ ушкӑнӗ ҫитнӗ, тӗрӗсленӗ, инкеке курнисенчен ыйтса пӗлнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малашне ҫӗнӗ йышши вулавӑша ҫӳреме тытӑнӗҫ. Унта тӑватӑ зона пӑхса хӑварнӑ: ҫемҫе дивансемпе меллӗ пукансемлӗ вулав залӗ, компьютерсемпе планшетсемлӗ информаци центрӗ, интерактивлӑ оборудованиллӗ тата электрон микроскопӗллӗ интеллект-центр тата курав зони.
Вулавӑшри кӗнеке фондне те пуянлатнӑ. Куҫ начар куракансем валли саспаллисене пысӑклатса кӑтартакан портативлӑ хатӗр тата тифлофлешплеер туяннӑ. Тӗнче тетелне тухас тесен вай-фай ҫыхӑнупа усӑ курма пулать. Кирлӗ хутсене сканерлама тата пичетлеме те майсем пур.
Ҫӗнӗ йышши вулавӑша иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра уҫнӑччӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер Муркаш районӗнче пулнӑ, унта Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи вулавӑша кӗрсе тухнӑ. Вулавӑшпа паллашнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫӳлӗксем ҫинче чӑвашла кӗнекесем ытларах пулмалли пирки палӑртнӑ.
Ял вулавӑшӗ нумаях пулмасть «Культура» наци проектне пула улшӑннӑ. Ӑна ҫӗнетме 5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл укҫа культура учрежденине юсама, кӗнеке фондне ӳстерме, ҫӗнӗ оборудовани туянма кайнӑ.
Вулавӑш ялта вырнаҫнӑ пулин те ӑна тӗнче тетелӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта ӑс-хакӑл вӑййи валли ача-пӑча пӳлӗмӗ те пур.
Палӑртса хӑварар, шӑп Мӑн Сӗнтӗрте чӑваш этнопаркӗ вырнаҫнӑ, нумаях пулмасть унта кӳршӗ тӑрӑхри министр килсе кайнӑччӗ.

Пӑлхар-чӑвашсен этнокеремне Чӗмпӗр ҫӗрӗнчен тата Тутарстанран чӑвашсен (вӑл шутра Тӗне кӗмен чӑн чӑвашсем) пысӑк ушкӑнӗ килсе кайнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова уйрӑм «визитпа» килсе курнӑ. Кун пирки
Юрий Туринке пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Юрий Туринке экскурси ирттернӗ, Евгения Евгеньевнӑна чӑвашсен авалхи йӑла-йӗркиипе паллаштарса, чӑвашсен истори, тӗн вӗрентӗвӗ, тӗнче ӑс-хакӑлӗ, философийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Раҫҫей Федерацийӗнче регионти министр тӗрлӗ «халӑх культури» ҫине тимлӗн пӑхни питӗ кӑмӑллӑ», — тесе хыпарланӑ Юрий Туринке Фейсбукра.
